Хальхи ӳнер центрӗнче ҫак кунсенче Анастасия Максимован «Мой Барбизон» куравӗ ӗҫлет.
Анастасия Николаевна 1988 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2005-2010 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче художествӑпа графика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унтан вӑл, хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, художествӑпа графика факультечӗн живопись кафедринче методист, каярах преподаватель пулса ӗҫленӗ.
Анастасия Максимова ял пейзажне сӑнлама юратать. Унӑн ачалӑхӗпе яшлӑхӗ Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнче иртнӗ. Мӗнпур ӗҫне тенӗ пек вӑл ҫав яла халалланӑ. Хрантсус художникӗсем ӗлӗк-авал хӑйсен хавхаланӑвне Фонтебло вӑрманӗ патӗнче, Барбизон текен вырӑнта, тупнӑ пулсан, Шупашкар ӑстин хавхалану вырӑнӗ — Тупах ялӗ.
Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни, РСФСР халӑх ӳнерҫи Ревель Федоров пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 92 ҫулта пулнӑ.
Ревель Федорович Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче 1929 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Малтан вӑл Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, кайран - Харьковри ӳнер институтӗнче.
Ревель Федорович И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра нумай ҫул вӗрентнӗ. Вӑл Чӑваш Енри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн правленине чылай ҫул ертсе пынӑ. Унӑн картинисем Чӑваш Енри, Раҫҫейри, АПШри, Европӑри ҫӗршывсенчи музейсенче упранаҫҫӗ.
Ревель Федоровичпа чӳкӗн 1-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче сывпуллашӗҫ.
Самарпа Ӗпхӳри учёнӑйсем Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑшра пулнӑ. «Чӑваш Ен» телерадиокомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ученӑйсем пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ экспедици ирттереҫҫӗ.
«Вӑл е ку халӑха пӗрлештерсе тӑракан вӑй — тӗн е йӑла-йӗрке. Чӑвашсем православие йышӑнни темиҫе ӗмӗр, ҫавах та ӑна пӑхӑнакасем те, тӗне кӗменнисем те аслашшӗ-асламӑшӗн йӑлисене манмаҫҫӗ», — тесе палӑртса хӑварнӑ Александр Осиповпа Виктор Степанов хатӗрленӗ телесюжетра.
Екатерина Ягафовапа Игорь Петров ӑсчахсем Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмара икӗ хут пулнӑ. Паллӑ тӗпчевҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи чӑвашсем мӗнлерех аталанса пыни ҫинчен статьясем ҫыраҫҫӗ иккен. Ӗҫе туса пӗтерсен кӗнеке кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑри ҫулсем ҫинче 3 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.
Муркаш районӗнчи Отарккӑра ӳсӗр водитель 47 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫул айккипе велосипедпа пынӑ. Суранланнӑскер вилсе кайнӑ. 31 ҫулти водителӗн прави те пулман. Удостоверение унран кӑҫалхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче туртса илнӗ. Ун чухне хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ӳсӗр пуҫпа ҫакланнӑ.
19 сехет те 35 минутра Вӑрмар районӗнче «Лада Гранта» автомобиль 50 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ. Шар курни ҫуран ҫӳрекенсене ятарласа каҫма пӑхса хӑварман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкекре хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель урах пулнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакан 63 ҫулти арҫын ҫын сывлӑхне сиен кӳрсе ӑна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 17 сехетре вӑл хӑйӗн килӗнче ялти пӗр ҫынпа вӑрҫӑнса кайнӑ, ӑна вӑйлах ҫапнӑ. Тепӗр кун ирхине хайхискер ӑна мотоблок ҫине хунӑ та килне леҫсе янӑ. Унта лешӗ вилнӗ.
63 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Егоровсен ҫемйинче 10-мӗш ача ҫуралнӑ. Апла вӗсем «Амӑшӗ героиня» ята илме пултараҫҫӗ. Аса илтерер: ҫак ята РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫирӗплетнӗ. Ҫак ята парсан ҫемьене 1 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 10 е ытларах ачана воспитани паракан вунӑ ҫемье пулнӑ. Халӗ ав Вӑрмар районӗнчи Егоровсем те ҫав йыша кӗнӗ.
Вӑрмар районӗнчи хӗрарӑма ҫын укҫине вӑрланӑшӑн ӗҫлеттерсе юсантарма йышӑннӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла вӑл Вӑрмар районӗнчи Урнарти кӗтӳҫӗн курткин кӗсйинчен 6 пин те 300 тенкӗ укҫана кӑларса илнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӗтӳҫсен ҫуртӗнче хуп турттарнӑ.
Тепӗр кунхине хӗрарӑм Саруй ялӗнчи хӑйӗн пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. 45 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр арҫын ҫывӑрса кайсан шӑлавар кӗсйинчен 2 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Хӗрарӑм хӑй те ӳсӗр пулнӑ. Вӑрланӑ укҫана вӑл пӗтерме ӗлкӗрнӗ.
Район сучӗ хӗрарӑма 400 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
Ҫак кунсенче, республикӑра вӗрентекенсен август конференцийӗ пулнӑ чухне, виҫӗ муниципалитета шкул автобусӗсем панӑ. Телейлисен йышне Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел тата Вӑрмар районӗсем кӗнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче автобус кивви вырӑнне ҫӳреме пуҫлӗ. Малтанхи 11 ҫул каяллахиех пулнӑ. Ҫӗнӗ автобусра, киввипе танлаштарсан, лармалли вырӑн та нумайрах.
Ҫак транспортсене 16 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна 55 шкул автобусӗ килсе ҫитмелле.
Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне 14 районта наркӑмӑшлӑ пултӑрана тӗп туса пӗтернӗпе пӗрех. Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ку ӗҫ вырӑнтан тапранман. Ҫапла пӗлтерет ЧР ял хуҫалах министрӗ Сергей Артамонов.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, наркӑмӑшлӑ пултӑран 20 районта 839 гектара ярса илнӗ. Ытларахӑшӗ – Етӗрне, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсенче. Ӑна тӗп тӑвас тесе Элӗк, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче тӑрӑшман.
Республикӑра ҫак ҫумкурӑка пӗтерме 19,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ку укҫапа хӑшӗ-пӗри вӑхӑтра усӑ курмасть ав. Сергей Артамонов Муркаш тата Элӗк районӗсем ку ӗҫе питӗ япӑх тунине палӑртнӑ.
Тутарстан хӗрарӑмӗ Вӑрмар районӗн арҫыннисем ӑна вӑрланӑ тесе полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Анчах куншӑн хӑйӗнех явап тытма тивнӗ.
Ку кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ӑна асӑннӑ районти икӗ арҫын вӑрланӑ, Кавал ялӗнче путвалта ирччен тытнӑ.
Йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттернӗ те кун пекки пулманнине, хӗрарӑм суйнине палӑртнӑ. Ӑна хӑйне 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |